"Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ компьютерсем лартасси пырать: кивелнӗ техникӑна улӑштарасси тата автоматизациленӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси. Вӗсен техника характеристикисем хальхи вӑхӑтри требованисемпе туллин килӗшсе тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара чир историне хӑвӑрт вулама, лаборатори тата диагностика тӗпчевӗсен результачӗсене туса хума тата упрама май парать. Ҫавна пула сиплев процесӗ хӑвӑртланать, тухтӑрсен вӑхӑтне перекетлетпӗр, ҫапла вара ытларах чирлӗ ҫынсене тишкеретпӗр. Ҫаксем пурте юлашкинчен пурнӑҫӑн вӑтам ӳсӗмне ӳстерӗҫ, онкологи тата чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен вилеслӗхе чакарӗ", — палӑртрӗ тӗп врач Айдар Хаматов.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн 2018 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 204 № - лӗ "Раҫҫей Федерацийӗн 2024 ҫулчченхи тапхӑр валли наци тата стратегилле тӗллевсем ҫинчен" пурнӑҫланать.
Дюртюли район администрацийӗ